План-конспект внеклассного мероприятия по чувашскому языку «Хĕвелпи вăййисем» (2 класс)


Шупашкар хулин 40-мěш номерлě вăтам шкулта ěçлекен Митрофанова Алена Витальевна хатěрленě уçă урок планě.
«Хĕвелпи вăййисем»
2 класс
Урок тěллевěсем:
Иртнĕ уроксенче вĕреннине çĕрĕплетсе хăварасси;
Ыйтусем çине тĕрĕс хуравлама вĕренесси;
Предложени, текст йĕркелеме хăнăхасси;
Ушкăнпа ĕçлеме хăнăхасси;
Чăваш чĕлхи не юратма,хисеплеме,унпа мухтанма хавхалантарасси;
Урокра усă курмалли хатěрсем: компьютер, видеопроектор, экран, сасă колонкисем, презентаци,картачкасем, ребуссем, чĕр-чунсен маскисем.
Урок юхăмě.
Ι . Класа йěркелени.
Ачасем: Шăнкăрав сас пачě урока чěнсе.
Пěтěм класс шăпланчě парта хушшинче.
Ак кěрет учитель савăк сăнпала Кăмăллă вăл питě пирěнпе ялан. ( 1 слайд)
Сывлăх сунасси.
-Сывлăх сунатăп, ачасем!
-Сывлăх сунатпăр, Алена Витальевна!
Хăнасемпе паллаштарси, хăнасене сывлăх сунасси.
-Паян пирěн уçă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур. Хăнасене те сывлăх сунар.
-Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем!
-Ларăр.
-Ларатпăр.
- Алăсене парта çине хуратпăр.
-Хуратпăр.
Ачасене 3 ушкăна пайлани (Класа кĕнĕ чух ачасене 3 терлĕ фигура парса 3 сĕтел йĕри тавра лартни).
Чĕлхе зарядки.
Кашни ушкăна тетесем пайласа панă. Экран çинчи теттесем пирки йĕрке тухать . Тетте камра, çав ушкăн вулать.
– Жи-жи – Ку шăши. Шăши тырă юратать.
– Ша-ша – ку пакша. Пакша вăрманта пурăнать.
– Ба-ба – ку упа. Упа вăйлă, пит маттур.
– Гал-гал – кăвакал. Пирĕн вунă кăвакал.
– Кач-кач – ку мулкач. Мулкач купăста кăшлать.
– Чĕк-чĕк – мечĕк. Мечĕк лайăх сикет.
Ачасем, паянхи пирĕн урок теми мĕнле-ши? Çакна эсир ребус вуласа пĕлме пултаратăр.

- Çапла, пирĕн пата паян хăнана Хĕвелпи килнĕ. Айтăр-ха Хĕвелпине сывлăх сунар.
- Вăл пирĕн пата пушă алпа килмен. Вăл салтак тÿмми (ромашка) илсе килнĕ. Салтак тÿмми вара асамлă. Вăл пире юмах тĕнчине илсе кайĕ. Чечекĕн кашни çулçи çинче интереслĕ ĕç пур.
1-мĕш ĕç.
Тупмалли юмахсен тупсăмне туп. (Кашни ушкăн валли тупмалли юмах).
1-мĕш ушкăн.
– Вăл вăрманта пурăнать. Вăл пысăк, хăмăр тĕслĕ, пыл юратать. (УПА)
– Вăл ялта пурăнать. Унăн тиха пур. (ЛАША).
2-мĕш ушкăн.
– Вăл вăрманта пурăнать. Хăвăрт чупать. Кишĕр, купăста юратать. (Мулкач)
– Вăл пахчара ÿсет. Çаврака, сарă, тутлă, усăллă (ÇАРĂК)
3-мĕш ушкăн.
– Вăл çаврака, сарă, пысăк. Вăл ăшă тата çутă парать. (Хĕвел)
– Вăл çулла çăвать тата кĕркунне çăвать. Хĕлле çумасть. (Çумăр)
2-мĕш ĕç.
Герой ячĕсем тăрăх юмах ятне тупмалла.
– Кашкăр, Ниф-Ниф, Нуф-Нуф, Наф-наф. («Виçĕ сысна çури»)
– Упа çури, Маша, Михаил Иваныч, Настасия Петровна, Мишутка. («Виçĕ упа»)
– Асанне, асатте, йытă, кушак, шăши, мăнук.  («Çарăк»).
3-мĕш ĕç.
- Ачасем, эсир çак юмахсене телевизорпа курнă?
- Юмахри геройсем вырăнĕнче пулса курас килет-и?
Айтăр-ха эпин хамăр юмах лартар. Эпир артистсенчен пĕрре те кая мар.
Халĕ сире валли, хисеплĕ куракансем «Çарăк» юмах.
«Çарăк» юмахАвтор: Пурăннă тет карчăкпа старик. Пĕррехинче старик пахчана çарăк лартнă. Çулла ăна шăварнă, кăпкалатнă, çумланă.
Кĕркунне çитнĕ. Старик пахчана тухнă. Пăх та кур! Тем пысăкăш çарăк ларать. Старик туртать, туртать, туртса кăлараймасть. Карчăкне чĕнет.
Старик: Карчăк, тух-ха, тух, пулăш!
Карчăк : Пулăшатăп.
Автор: Карчăк старикрен, старик çарăкран, туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ. Мăнукне чĕнеççĕ.
Карчăк : Мăнукăм, тух-ха, тух, пулăш!
Мăнукĕ: Пулăшатăп.
Автор: Мăнукĕ асламăшĕнчен, асламăшĕ аслашшĕнчен, аслашшĕ çарăкран, туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ. Йыттине чĕнеççĕ.
Мăнукĕ: Кампур, тух-ха, тух, пулăш!
Кампур: Хам-хам!!! Пулăшатăп.
Автор: Кампур хĕр ачаран, хĕр ача асламăшĕнчен, асламăшĕ аслашшĕнчен, аслашшĕ çарăкран, туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ. Кушаккине чĕнеççĕ.
Кампур: Мăр-мăр, тух-ха, тух, пулăш!
Мăр-мăр: Мяу-мяу!!! Пулăшатăп.
Автор: Кушакки йыттинчен, йытти хĕр ачаран, хĕр ача асламăшĕнчен, асламăшĕ аслашшĕнчен, аслашшĕ çарăкран, туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ. Шăшине чĕнеççĕ.
Мăр-мăр: Шăши тус, пĕчĕк тус, тух-ха, тух, пулăш!
Шăши тус, пĕчĕк тус: Пи-пи-пи!!! Пулăшатăп.
Автор: Шăши кушакран, кушакки йыттинчен, йытти хĕр ачаран, хĕр ача асламăшĕнчен, асламăшĕ аслашшĕнчен, аслашшĕ çарăкран, туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараççĕ.
Шăши тус, пĕчĕк тус: Вăй туслăхра, туслă пурăнăр, ачасем!
Пурте: Туслăх çĕнтерет.
4-мĕш ĕç. Тепĕр вăйă «Кам маларах?» ятлă. Кашни командăна пĕр пек конвертсем панă. Конвертра йывăç, кайăк, кăмпа ячĕсем. Доска çинче 3 ушкăн ячĕ (йывăçсем, кайăксем,пахча çимĕçсем) тата çав ушкăна кĕрекен вырăсла сăмахсем. Çав сăмахсем çумне сирĕн конвертри чăваш сăмахĕсене çыпăçтармалла. 1-мĕш ушкăнăн йывăç, 2-мĕш ушкăнăн - пахча çимĕçсем, 3-мĕш ушкăнăн кайăк ячĕсене тупмалла.
Конвертра: çерçи, чĕкеç, ÿхĕ, тăмана, кăвакарчăн, чакак, ула такка, куккук, курак, ăвăс, вĕрене, палан, пилеш, чăрăш, хыр, çăка, хурăн, юман, кăрăç, хыр кăмпи, хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи, сар кăмпа, шур кăмпа, юман кăмпи, уплюнкка, кăтра кăмпа.воробей, ласточка, филин, сова, голубь, сорока, дятел, кукушка, грач, осина, клён, калина, рябина, ель,сосна, липа, берёза, дуб, груздь, волнушка, подберёзовик, подосиновик, лисичка, белый гриб, дубовик, опёнок, сморчок.
5-мĕш ĕçКроссворд тупсăмĕсене тупăр.
у па ч л ĕа к çăл т ăре е а çу рт к çк ăм па
и а у л к у к к у к а ч 6-мĕш ĕç. Командирсем тухаççĕ: апат-çимĕç, савăт-сапа, пахча çимĕç темăпа сăмахсем тупмалла.
7-мĕш ĕç. Предложенисене тĕрĕс йĕркелĕр. Предложенисем эпир вĕреннĕ сăвăсенчен.
Ирхине ирех тăратăп,
малтан вырăн пуçтаратăп.
Çÿç туратăп, çăвăнатăп,
унтан хăвăрт тăхăнатăп.
Тупрăм эпĕ вăрмантаăвăс кăмпи, сар кăмпа.
Тупрăм кăрăç, уплюнкка –
туп-тулли манн карçинкка.
Ăшши çук тĕнчере хĕвелтен,
çут шевле вăл сапать тÿперен.
Пурнăçра хакли çук аннерен,
ÿстерет вăл пĕчĕкрен.
Кашни тĕрĕс хуравшăн жетон парса пымалла. Çĕнтерÿçĕ ушкăна палăртмалла.
Сыв пулашни.



Чтобы посмотреть презентацию с оформлением и слайдами, скачайте ее файл и откройте в PowerPoint на своем компьютере.
Текстовое содержимое слайдов:

Атьăр, вăйă выляр-и?Кулар-и те ташлар-и? Сасă зарядки – Жи-жи – Ку шăши. Шăши тырă юратать.– Ша-ша – ку пакша. Пакша вăрманта пурăнать.– Ба-ба – ку упа. Упа вăйлă, пит маттур.– Гал-гал – кăвакал. Пирĕн вунă кăвакал.– Кач-кач – ку мулкач. Мулкач купăста кăшлать.– Чĕк-чĕк – мечĕк. Мечĕк лайăх сикет. Х ĕ в е л п и в ă й й и с е м Х ĕ в е л п и с а л т а к т м м и Тупмалли юмахсем.1-мĕш ушкăн.1. Вăл вăрманта пурăнать. Вăл пысăк, хăмăр тĕслĕ, пыл юратать. 2. Вăл ялта пурăнать. Унăн тиха пур. 1. Вăл вăрманта пурăнать. Вăл пысăк, хăмăр тĕслĕ, пыл юратать.(УПА) 2. Вăл ялта пурăнать. Унăн тиха пур. (ЛАША). 1-мĕш ушкăн Хĕлле вилет, зулла чĕрĕлет. * * Тупмалли юмахсем.2-мĕш ушкăн.1. Вăл вăрманта пурăнать. Хăвăрт чупать. Кишĕр, купăста юратать. 2. Вăл пахчара ясет. Заврака, сарă, тутлă, усăллă. 2-мĕш ушкăн1. Вăл вăрманта пурăнать. Хăвăрт чупать. Кишĕр, купăста юратать. (Мулкач) 2.Вăл пахчара ясет. Заврака, сарă, тутлă, усăллă. (ЗАРĂК) Пĕлĕт зинче илемлĕ хĕр зярет. Тупмалли юмахсем.3-мĕш ушкăн 1. Вăл заврака, сарă, пысăк. Вăл ăшă тата зутă парать. 2. Вăл зулла тата кĕркунне зăвать. Хĕлле зумасть. 1. Вăл заврака, сарă, пысăк. Вăл ăшă тата зутă парать. (Хĕвел) 2. Вăл зулла тата кĕркунне зăвать. Хĕлле зумасть. (Зумăр) Пĕр зăмхана пин йĕп чикнĕ. 2-мĕш ĕз.По опорным словам определите названия сказки и назовите их на чувашском языке.1-мĕш ушкăн: Кашкăр, Ниф-Ниф, Нуф-Нуф, Наф-наф. 1-мĕш ушкăн: Кашкăр, Ниф-Ниф, Нуф-Нуф, Наф-наф. («Визĕ сысна зури») 2-мĕш ĕз.По опорным словам определите названия сказки и назовите их на чувашском языке.2-мĕш ушкăн: Упа зури, Маша, Михаил Иваныч, Настасия Петровна, Мишутка. 2-мĕш ушкăн: Упа зури, Маша, Михаил Иваныч, Настасия Петровна, Мишутка. («Визĕ упа») 2-мĕш ĕз.По опорным словам определите названия сказки и назовите их на чувашском языке.3-мĕш ушкăн: Асанне, асатте, йытă, кушак, шăши, мăнук.  3-мĕш ушкăн: Асанне, асатте, йытă, кушак, шăши, мăнук.   («Зарăк»).  Эпир артистсем«Зарăк» юмах. * у ч т р к м к к * у ч ĕ к т е р к м к к * у ч ĕ к т е у р т к м к к * у ч ĕ к т е е у р т к м и к к * у ч ĕ к ă л т ă р е е у р т к м и к к * у ч л ĕ а к ă л т ă р е е а у р т к к м и а к к * у п а ч л ĕ а к ă л т ă р е е а у р т к к м и а к к * у п а ч л ĕ а к ă л т ă р е е а у р т к к ă м п а и а к к * у п а ч л ĕ а к ă л т ă р е е а у р т к к ă м п а и а у л к к а ч * у п а ч л ĕ а к ă л т ă р е е а у р т к к ă м п а и а у л к у к к у к а ч

Приложенные файлы

  • docx
    План-конспект и презентация по чувашского языку "Игры Хевелпи"
    Размер файла: 130 kB Загрузок: 0
  • ppt igra2
    Размер файла: 4 MB Загрузок: 1