День матери


Чтобы посмотреть презентацию с оформлением и слайдами, скачайте ее файл и откройте в PowerPoint на своем компьютере.
Текстовое содержимое слайдов:

Чи хаклă, чи çывăх çын – анне Анне… Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и – пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе туртăнаççĕ. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Аннесен кунне  ирттереççĕ. Çак уявра вĕсене пурте саламлаççĕ, телей сунаççĕ, парнесемпе чыслаççĕ.  Чÿк уйăхĕн вĕçĕ - пирĕн çĕр-шыври  Аннесен кунĕ.Аннесен кунне уявласси  19 ĕмĕрте Западная Вирджиния ятлă Америка штатĕнче пуçланнă. Çавăнтанпа Америкăра пĕтĕм çын çак кун хăйсен амăшĕсене уявпа саламлаççĕ, чечексемпе парнесем параççĕ, открыткăсем çырса яраççĕ.Пирĕн çĕр-шывра çак уява хальтерех çеç уявлама тытăннă . Уява пуçарса яраканĕ Раççейĕн пĕрремĕш президенчĕ Б.Н.Ельцин пулнă. (30 январь 1998çул). Аннесен кунне ноябрь уйăхĕн юлашки  вырсарни  кунĕнче паллă тăваççĕ.Çак куна паллă туса эпир хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине, яланах пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр.Аннесен уявĕ – çамрăк уяв, анчах та çулран çул  уява паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырĕ тесе шансах тăратпăр.
style.rotationppt_wppt_y
style.rotationppt_wppt_y Аннесемшĕн чи ырă, чи телейлĕ самант – çĕр çине вĕсен пепкисем  килни. Тин çеç çуралнă пепке-и вăл, е ÿссе çитнĕ яш каччă е пике, е самаях çулланнă çын- пуриншĕн те анне чи хакли, чи çывăххи. «Анне» тесенех пирĕн ума çĕр çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.
style.rotationppt_wppt_y Ĕлĕк çынсем кĕнеке тавраш вулайман. Апла пулин те ачисене тĕрĕс воспитании пама пултарнă. Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков  академик «Кил илемĕ» кĕнекере çапла çырнă.« Тăван килте анне хĕвел пулса çÿрет, ачисене хĕвел пулса пăхать».«Анне çук тăк хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур тăк чĕрÿне те хĕвел кĕрĕ».«Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи сана пулăштăр, виçĕ çулхи арçын ача хăвна хÿтĕлетĕр».«Амăшĕ ĕçлĕ чух ачи ахаль ан лартăр».«Çакна ас ту амăшĕ: чи лайăххи – ачасем валли».« Амăшĕн мĕн чухлĕ ĕçлеме тивнине ача-пăча пĕлсе тăтăр, вĕсен ĕшеннĕ аллисемпе ывăннă куçĕсене курса тăтăр». Анчах темшĕн-çке хăш чухне эпир аннесем ĕçрен ывăнса килни, вĕсене кăштах та пулин пулăшмалли çинчен манатпăр. Аннесем яланах  çамрăк, илемлĕ пулччăр тесен пирĕн вĕсене май килнĕ таран пулăшмалла. Мăн туса пулăшма пултаратпăр-ха эпир вĕсене?Кил-çурт аннесем çинче тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен статистика. Пирĕн аннесем (çемьере икĕ ача пулсан) пĕр çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка, кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк çăваççĕ. Çак чашăк-тирĕк йывăрăшĕ 5 тоннăна çитет. Лавккана апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ 2000 çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан çак хисепсене пĕчĕклетме пултаратпăр.  «Управçă анне» палăкĕ çине çырнă сăмахсем.« Пĕр- пĕрне юратса, тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире». Юнашар юратнă атте-анне пулсан, шкулта лайăх вĕренсен, юлташсем нумай пулсан сирĕн чĕрĕрте телейпе киленĕç хуçаланать. Çапла, ачасем, анне пулма çăмăл мар.Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та  çепĕç сăмах калас килет. Анне хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать, куллен-кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентет. «Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», - тенĕ ваттисем. ваттисен сăмахĕсем-Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.-Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман.-Анне пуртан кил-çуртăм ăшă.-Анне - чи хаклă çын.-Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.-Аçу аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ. Анне - пуриншĕн те хаклă çын. Ун çинчен сахал мар юрă кĕвĕленĕ.  Тусăмсем! Ак мĕн сире калатăп:Аннĕре ан манăр нихăçан.       Юратма та упрама ыйтатăп:     Пурнăç лайăх аннесем пулсан!    
Чи хаклă, чи çывăх, чи юратнă, чи ырă, чи сăваплă, чи таса, чи кирлĕ, чи йăваш çынна - АННЕНЕ - саламлама ан манăр паян. Анне - пирĕн пурнăç тыткăчи, пирĕн кашни куна телей кÿрекен пирĕшти.  Тав сана, аннеçĕм, пуриншĕн те. Эпĕ сана питĕ юрататăп! 
ТАВАХ!
ppt_xppt_y


Чтобы посмотреть презентацию с оформлением и слайдами, скачайте ее файл и откройте в PowerPoint на своем компьютере.
Текстовое содержимое слайдов:


Приложенные файлы

  • pptx file1.ppt
    Размер файла: 2 MB Загрузок: 4
  • pptx file1.ppt
    Размер файла: 2 MB Загрузок: 4