Приложение к основной
образовательной программе
начального общего образования
Рабочая программа
по литературному чтению (на чувашском языке) в 1 классе
Васильевой В.А., учителя начальных классов
1 квалификационной категории
Литература вулавĕ
1. Предметăн пулас результачĕсем
–Харкамлăх (личностные):
–ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхне уçăмлани;
–ачасем тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе, литература ăнлавсене ăша хывни, хăйсем хăш халăх ывăл-хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;
–ачасем таврари пурнăç, этем, çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатни, тавракурăмĕ йĕркеленсе пыни;
–харпăр хăй хăтланăвĕсене сăнама-асăрхама, вĕсемшĕн яваплă пулма хăнăхса пыни;
–шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;
–тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;
–хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;
–пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине ăнланни;
–ĕмĕтленни, вĕренни пурнăçра кирлĕ пулние тавçăрни.
–шкулта вĕренни пĕлÿ пухмалли, аталанмалли, харпăр хăй пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тума вĕренмелли тĕп мел пулнине ăша хуни;
–ачан кăмăл-сипечĕ çырĕпленсе пыни: ваттисене хисеплемеллине, çынпа ырă пулмаллине, çынсем хушшинче хăвна мĕнле тытмаллине, чĕр чунсене юратмаллине ăнланса илни;
–- шухăшлав ăслайĕсем туптанни.
–Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные)
–Пĕлÿлĕх(познавательные):
–итленĕ е вуланă чух мĕнле лармаллине тата урокра кирлĕ хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;
–- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлав аталанни;
–таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани: «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;
–тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;
–япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;
–ачан тавракурăмĕ анлăланни: çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;
–туйăм культури çивĕчленни: кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;
–пысăк, пĕчĕк, тан услăха курни, логикăллă шайлаштарайни;
–вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;
–вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;
–Йĕркелÿ-хаклав(регулятивные):
–тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;
–тишкерÿ – пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;
–тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;
–хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышнни;
–вĕрентекен, класпа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;
–хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;
–йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;
–ĕç йĕркине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕншĕн ун пек тумаллине тавçăрни;
–ĕçĕн кашни тапхăрне вĕрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;
–харпăр хăй ĕçне планлама пĕлни.
–Хутшăну(коммуникативные):
–шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама тăрăшни;
–текстпа ĕçлеме пĕлни, вулани çинчен çыхăнуллă тата уçăмлă каласа пама тăрăшни;
–ачан пуплевĕ, йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;
–пуплев культури аталанни: пĕр-пĕр япала, пулăм, ĕç çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мĕн çинчен тата мĕнле сăмахсемпе усă курса калаçмаллине ăнкарни, кампа калаçнă чух, хăçан, мĕнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сывпулашни) усă курмаллине тавçăрни;
–çывăх, хирĕçле, пĕр пĕлтерĕшлĕ, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕсрех, тарăнрах ăнланни, вĕсен ретĕнче кирлине суйлайни;
–сăмахсен куçăмлă пĕлтерĕшне ăнланни;
–чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенире çирĕп йĕрке пуррине ăнланни, ăна пуплевре тытса пырайни;
–каласа парассин тĕрлĕ тĕсĕсене (калав, сăнлав, уйлав) пĕлни. Вĕсен тытăмĕпе уйрăмлăхĕсене курма, калавăн тĕрлĕ тĕсне йĕркелеме пултарайни;
–калав темине, тĕп шухăшне палăртайни;
–хутшăну пуплевĕ (диалог) тытăмне, унти предложенисен хăй евĕрлĕхне (ытларах тулли мар предложенисем) пĕлни. Диалог шалашĕ пĕр темăна, пĕр тĕп шухăша пăхăнса тăнине ăнланни. Майĕпен хутшăну пуплевне тĕрлĕ пуплев ситуацийĕсенче усă курма пултарни;
–ушкăнпа ĕçлеме пĕлни;
–сăмах йышĕ пуянланни;
–çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланни.
–Предметăн пайрам (предметные) результачĕсем:
–илемлĕ хайлавсене йышăнма, итлеме-ăнланма малалла хăнăхса пыни;
–«халăх сăмахлăхĕ», «ача-пăча сăмахлăхĕ» ăнлавсене уçăмлама пĕлни;
–чĕнÿ-йыхрав юррисемпе паллашса вĕсене мĕнле тĕллевпе каланине палăртма пултарни, мĕнле йĕркеленине сăнама пĕлни;
–шутлав сăввисем тахçан авал пулса кайнине ăнланни;
–тупмалли юмахсен хăйевĕрлĕхне, тытăмне сăнама пĕлни;
–илемлĕ хайлав мелĕсене (танлаштару, сăпатлантару) уйăрса илме пĕлни, вĕсене тупмалли юмахсенче тупайни; тупмалли юмахсем хайланă чухне çак мелсемпе усă курма пĕлни;
–«юмах» жанрăн хăйевĕрлĕхне ăнланса илни; юмах логикипе сюжетне сăнама пултарни; юмах тытăмĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсене уçăмлама ăнтăлни;
–«илемлĕ литература», «хайлав», «автор» ăнлавсене уçса пама пултарни;
–«калав», «сăвă» ăнлавсене уçăмлайни;
–сăвăласа çырнă хайлавсен тулашĕ, вĕсен хăйевĕрлĕхне сăнаса курма, «рифма», «ритм» ăнлавсене уçăмлама пĕлни;
–сăвăри йĕрке вĕçĕсем сасă тĕлĕшĕнчен пĕр пек янăрани çеç çителĕксĕр, шухăш уçăмлăхĕ те пулмаллине ăнланни;
–калава ансаттăн тишкерме вĕренни;
–сăвăласа çырнă хайлавсене туйма-ăнланма (восприятие) вĕренни;
–автор сăвăсенче тĕрлĕ кăмăл-туйăма палăртнине ăнланни;
–калав мĕн çинчен пулнине ăнланни, калав темине уçăмлама вĕренни;
–калав теми унта мĕн çинчен каланипе çыхăнса тăнине ăнланни;
–илемлĕ хайлавсенчи шÿте ăнланма пĕлни.
3. Предметăн шалашĕ (содержанийĕ)
Шкула каяр-ха вĕренме.
Эпĕ халĕ шкул ачи. Илемлĕ сăмахлăх тĕнчине çитме пулăшакан предмет – литература вулавĕ. Хайлав. Илемлĕ хайлав.
Халăх сăмахлăхĕ. Чĕнÿ-йыхрав сăвви-юрри. Шутлав сăввисем. Хăвăрткаларăшсем.
Тупмалли юмахсем
Юмах юпа тăрринче. Пукане юмахĕ», «Упапа хĕр ача». Улăп халапěсем. «Тилěпе Качака таки».
Вăйă вылятпăр.
Сăвăласа çырнă хайлавсем. Çыравçă хайланă юмах. В.Сутеев «Шăшипе кăранташ» юмахĕ.
Теттесем.
П.Çăлкуç «Ăмсанса пăхать Кампур», М.Волков «Пăрçа хуралçисем».
Ачасем çинчен.
Прозăпа çырнă хайлавсем.«Калав»ăнлав. Н.Ыдарай «Чăваш ачи», Ордем Гали «Пысăк ěç».
В.Голявкин «Инкек», Р.Сарпи.«ÿкерчěк». А.Ыхра калавěсем, Н.Карай «Макăрмарě».
М.Салихов «Усăллă кану», В Осеева «Ырă ěç», Н.Рогачёв «Пулăçсем».
Ача – пăча сăмахлăхĕ .Чěнÿ-йыхрав сăвви-юрри, хăвăрт сăмах, тупмалли юмахсем.
Пулмасла халап. Вěçсěр такмак. Шÿт.
Н.Ишентей «Хуплу пĕçерни», П. Яккусен «Анне», И.Микулайĕ «Арбуз».
Л.Сарине «Арман авăртать»
Чĕр чунсем çинчен.
О. Печников «Чěр чунсем те çынсем пекех». Юптару. П.Çăлкуç «Хур аçи», Ю.Мишши «Лашапа кашкăр». О.Печников «Усала вĕрентнĕ путек», Е.Чарушин «Томка тĕлĕкĕсем». В.Сутеев «Кăмпа айĕнче». И.Яковлев «Хураçка», А.Ыхра«Шурка»,Е.Чарушин «Томка ишме вěренни». К.Чуковский «Чěрěп кулать», Э.Шим «Шапапа калта», «Пакшапа пăрăнтăк». Ю.Петров «Путене», И.Малкай « Тăри», С.Асамат «Йăва»,
Тавралăх – асамлă тĕнче.
А.Пăртта «Çумăр ташши»,
А.Ыхра «Пукан», Л.Сарине «Вăрманта».
Килсе çитрĕ хаваслă хĕл.
В.Эктел «Юр», П.Çăлкуç «Ытарми хěл», Л.Смолина «Тăвайкки».
В.Эктел «Хěл Мучи», П.Çăлкуç «Тăвайкки», Е.Кузнец «Çеменпе Сивě Мучи». Л.Салампи «Юр пěрчи», «Икě шартлама».
3. Литература вулавě урокěсен календарлă тематика планě (33 сехет)
№ №
п п Урок теми Урок шучĕ Дата Шкула каяр-ха вĕренме. (2 сех.)
1
Эпĕ халĕ шкул ачи. Илемлĕ сăмахлăх тĕнчине çитме пулăшакан предмет – литература вулавĕ.
(3-4 стр.)
2. Хайлав. Илемлĕ хайлав.
(4-7 стр.) Халăх сăмахлăхĕ. (4 сех.)
3. Халăх сăмахлăхĕ (сăвви-юрри) (9-10 стр.)
4.
Чĕнÿ-йыхрав сăвви-юрри.
(10-11 стр.) 5.
Шутлав сăввисем.
(12-13 стр.)
6. Хăвăрткаларăшсем.
Тупмалли юмахсем.
(13-14стр.) Юмах юпа тăрринче… (1 сех)
7. Юмахсем.
«Пукане юмахĕ», «Упапа хĕр ача». Вăйă вылятпăр. (2 сех.)
8. Сăвăласа çырнă хайлавсем. (25-28 стр.)
9. Çыравçă хайланă юмах. В.Сутеев «Шăшипе кăранташ» юмахĕ. Теттесем. (1 сех.)
10. Шÿтлĕ сăвăсем.
П.Çăлкуç «Ăмсанса пăхать Кампур»(31 с.), М.Волков «Пăрçа хуралçисем»(41-42) Ачасем çинчен. (2 сех.)
11. Прозăпа çырнă хайлавсем.«Калав»ăнлав.
Н.Ишентей «Хуплу пĕçерни», П. Яккусен «Анне», И.Микулайĕ «Арбуз».
12. Калавра мĕн çинчен калани. Калав ячĕ.
Л.Сарине «Арман авăртать» Чĕр чунсем çинчен. (3 сех.)
13.
Юптару.
П.Çăлкуç «Хур аçи»,
Ю.Мишши «Лашапа кашкăр». 14.
О.Печников «Усала вĕрентнĕ путек», Е.Чарушин
«Томка тĕлĕкĕсем».
15. В.Сутеев «Кăмпа айĕнче».
Тавралăх – асамлă тĕнче. (1 сех.)
16. А.Пăртта «Çумăр ташши»,
А.Ыхра «Пукан», Л.Сарине «Вăрманта». Килсе çитрĕ хаваслă хĕл. ( 3 сех.)
17. В.Эктел «Юр», П.Çăлкуç «Ытарми хěл», Л.Смолина «Тăвайкки». 18. В.Эктел «Хěл Мучи», П.Çăлкуç «Тăвайкки», Е.Кузнец «Çеменпе Сивě Мучи».
19. Л.Салампи «Юр пěрчи», «Икě шартлама».
Ача – пăча сăмахлăхĕ(2 сех.)
20. Чěнÿ-йыхрав сăвви-юрри, хăвăрт сăмах, тупмалли юмахсем.
21. Пулмасла халап. Вěçсěр такмак. Шÿт.
Юмах ятăм, юптартăм. (1 сех.)
22. Улăп халапěсем. «Тилěпе Качака таки». Пирĕн вăйă-кулă (2 сех.)
23. Л.Сорокина «Пукане», Ю.Силэм «Шак-шак-шак», Р.Сарпи « Ташлать Илемпи». 24. Р.Сарпи « Ташлать Илемпи». Ачасем çинчен ( 4 сех.)
25. Н.Ыдарай «Чăваш ачи», Ордем Гали «Пысăк ěç».
26.
В.Голявкин «Инкек», Р.Сарпи.«Ўкерчěк».
27.
А.Ыхра калавěсем, Н.Карай «Макăрмарě».
28. М.Салихов «Усăллă кану», В Осеева «Ырă ěç», Н.Рогачёв «Пулăçсем». Чĕр чунсем çинчен(5 сехет)
29. И.Яковлев «Хураçка», А.Ыхра«Шурка»,Е.Чарушин «Томка ишме вěренни».
30. К.Чуковский «Чěрěп кулать», Э.Шим «Шапапа калта», «Пакшапа пăрăнтăк».
31. Ю.Петров «Путене», И.Малкай « Тăри», С.Асамат «Йăва»,
О. Печников «Чěр чунсем те çынсем пекех». 32. Тĕрĕслев ĕçĕ
33. Пĕтĕмлетÿ урокĕ Усă курмалли литература.
1. Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чăван шкулĕн 1-4 класĕсем валли. (М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева,О.И.Печников, А.Р.Кульева) - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренú институчĕн издательство центрĕ, 2013.
2. Литература вулавĕ. Пĕчĕк пĕрчĕ.1-м\шпе 2-м\ш в\ренъ к\некисем.Т.В.Артемьева, О.И.Печников. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014¸.