Внекл. Мероприятие 5


Чăваш Республикин Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ
«Тĕнчери халăхсен
тăван чĕлхе кунĕ»
(Класс тулашĕнче ирттермелли уяв каçĕн сценарийĕ)
Хатĕрлекенĕ: Васильева Г.Н.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
вăтам шкул
Вăрмар 2014

Тема: «Тĕнчери пĕтĕм халăхсен тăван чĕлхе кунĕ»
Тĕллев: Тĕнчери пĕтĕм халăхăн тăван чĕлхе кунĕпе паллаштарасси
Задачăсем:
- ачасене нихăçан иксĕлми тăван чĕлхе пуянлăхне асăрхама хăнăхтарасси;
- ачасен ăс-хакăлне, тимлĕхне, шухашлав хăнăхăвне, сăмах пуххине ÿстересси; тавра курăмне аталантарасси; - тăван чĕлхене хисеплеме, юратма унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарасси;
Актуаллăхĕ: Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Анчах ЮНЕСКО шучĕпе тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать, çав шутра чăваш чĕлхи те. Вĕсене упраса хăварас тĕллевпе 1999-мĕш çултанпа кашни çулах нарăсăн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пурине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, Power Point программăпа хатĕрленĕ слайдсем, карточкăсем, жетонсем, плакатсем( «Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех» (И.Я.Яковлев)
«Тăван чĕлхене упрар, ăна ÿсме пулăшар. Тăван чĕлхе пуянлăхĕшĕн, тасалăхĕпе илемлĕхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшар» (Илпек Микулайĕ)
«Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ. Тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» (Г.Н.Волков)
Ĕç юхăмĕ.
Экран çинче ЧРТ Таван чĕлхе кунне хатĕрленĕ видеоролик.
1-мĕш ертсе пыракан.(1-мĕш слайд) Тĕнчере чĕлхесем щутсăр нумай, пĕтĕмĕшле илсен 6 пине яхăн тĕрлĕ чĕлхе тесе палăртаççĕ. Кашни чĕлхе наци культурине палăртакан инструмент, матери эткерне аталантарса сыхласа хăвармалли хатĕр пулса тăрать. Кашни халăх чĕлхи хăйне майлă, кунсăр пуçне тата нацин тĕнче ăнлавне(менталитетне), йăли-йĕркине палăртакан мелсемпе уйрăлса тăрать.
2-мĕш ертсе пыракан. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх тума май парать.
1-мĕш ертсе пыракан. 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарасăн 21-мĕшĕнче чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
2-мĕш ертсе пыракан. (2-мĕш слайд) Библи халапĕсенчен ĕлĕк-авал çынсем пĕр чĕлхепе кăна калаçнине пĕлетпĕр. Ной ывăлĕн тăхăмĕсем (Ной – библи персонажĕ. Ăна тата унăн çемйине Пĕтĕм тĕнчене шыв илнĕ вахăтра Çÿлти Турă тĕн йăли-йĕркине çирĕп тытса пынăшăн çăлса хăварнă иккен)малтан пурте пĕрле пĕр вырăнта пурăннă, пĕр чĕлхепе калаçнă. Пурăннăçем вĕсен йышĕ ÿссе пынă, урăх вырăнсене куçма тивнĕ. Вара вĕсем хăйсем çинчен яланлăхах асăнмалăх тесе пысăк хула тата çавăнтах тÿпене çити çĕкленекен башня тума щутланă.(3слайд) Турра çакăн пек туни пĕрре те килĕшмен.(4слайд) Вара вăл вĕсен чĕлхине веçех арпаштарса янă. Ной ывăлĕн тăхăмĕсем пĕр-пĕрне ăнланми пулнă. Çавăнпа та вĕсен ирĕксĕрех урăх çĕрелле саланма тивнĕ. Туса пĕтереймен хулине «Вавилон» тесе ят панă. Вăл «хутăш» тенине пĕлтерет.(5слайд)
1-мĕш ертсе пыракан.Каярах, çак историре пулса иртнĕ паллă ĕçе «Вавилонри тĕркĕшÿ» тенĕ. Çапла майпа Тĕнчере тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан тĕрлĕ халăх пулса кайнă иккен.(«Кивĕ Халалтан»)
2-мĕш ертсе пыракан. Тĕнчери халăхăн тăван чĕлхе кунĕнче пур чĕлхе те пĕр тан тесе йышăннă. Мĕншĕн тесен тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Тăван чĕлхе – тăван халăхăн иксĕлми çăл куçĕ.
1-мĕш ертсе пыракан. Раççей – нумай нациллĕ патшалăх. Кашни нацин хăйне евĕр культура, истори, йăла-йĕрке, паллах, тăван чĕлхе те. 130 ытла чĕлхепе калаçаççĕ пирĕн çĕр-шывра. Хамăр тăрăхра мĕнле халăхсем пурăнаççĕ? Вĕсем мĕнле чĕлхепе калаçнине илтме пултаратпăр-ха эпир?
2-мĕш ертсе пыракан. Эпир тутар, мари, пушкăрт, вырăс, чăваш тата ытти чĕлхесемпе калаçнине те илтетпĕр.(6-10 слайдсем) Пирĕн çĕр-шывра кашни çын хăйĕн тăван чĕлхипе пĕр вăтанмасăр калаçма пултарать. Анчах та Раççейри пĕтĕм халăха пĕр-пĕринпе çыхăнтараканни вăл – вырăс чĕлхи. (Г.Пурган «Родной язык» сăввине конкурса хутшăнакан ача вулать)
Родной язык.
Уму и сердцу язык твой проводник,
Без него попадёшь ты в тупик.
Язык твой – жизнь твоя, твои мечты,
Ты без него уже не ты.
Язык твой как родная мать,
Которую не унижать нельзя, не оскорблять.
Его не должен, друг, благодарить
За то, что правильно умеешь говорить.
Родной язык – твоя душа, твой мир, твой луч,
Люби его за то, что он могуч.
Язык твой – щит, твоё общенье
Не допусти к нему пренебреженья.
Не дай повесить родному языку чужой ярлык.
Наследие твоё – твоя земля и твой язык
И искажать его невеждам не давай,
Об этом ты, дружок, не забывай.
2-мĕш ертсе пыракан. Вырăссен паллă çыравçи Н.Г.Чернышевский акă мĕн çырать-ха чĕлхе пирки: «Изучать родной язык необходимо … чтобы уметь употреблять его для выражения своих мыслей».(11 слайд)
1-мĕш ертсе пыракан. Ман тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи.
Çак чĕлхепе эп калаçтăп,
Куллен çыратăп та вулатăп.
Çак чĕлхепе эп мухтанатăп Куллен кунах ăса туптатăп.
«Халăх чĕлхине хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать» (Илпек Микулайĕ) (12 слайд)
2-мĕш ертсе пыракан.
Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл – ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслах.(13 слайд)
1-мĕш ертсе пыракан. «Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков.(14 слайд) Халĕ вара эпир тăван чĕлхене кам лайăхрах пĕлнине тĕрĕслĕпĕр. Çавна май «Çамрăк чĕлхеçĕсем» конкурса уçăпăр. Конкурса хутшăнакансем…
2-мĕш ертсе пыракан.Пирĕн конкурса пĕтĕмлетсе хак паракансем, жюри членĕсем…
1-мĕш ертсе пыракан. Пирĕн тăван чĕлхе ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсемпе питĕ пуян. Мĕн-ха вăл ваттисен сăмахĕ тени?(15слайд)
«Ваттисен сăмахĕсем – авалах пулса кайнă ăслă та тарăн шухăшлă сăмахсем. Вĕсенче халăх кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, кулленхи йăли-йĕрки сăнарланса юлнă».
2-мĕш ертсе пыракан. Мĕн тума кирлĕ-ха ваттисен сăмахĕсем пире?
Ваттисен сăмахĕсем ăруран ăрăва куçса пынă. Ашшĕ-амăшĕ хăй ачине пурнăçа вĕрентсе пынă май час-часах ăслă сăмахсемпе усă курнă. Ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем пур çыншăн та усăллă, тĕрĕс, тарăн шухăшлă та витĕмлĕ. Кĕскен те ытарлă каланă пирки кашни сăмахĕ асра юлать, чуна пырса вырнаçать, пурăнма вĕрентет.
1-мĕш ертсе пыракан.Пĕрремĕш конкурс «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле» ятлă.(16 слайд)
Ырă çимĕç хырăмшăн …(ырă сăмах чĕрешĕн)
Сăмах чĕлхе вĕçĕнче … (шухăш чĕре тĕпĕнче)
Сивĕ сăмах çулла та …(сивĕ) Васкакан вакка … (сикнĕ)
Ĕмĕр пурăн …(ĕмĕр вĕрен)
Ырă сăмах çынна …(ырă тăвать)
Ваттисен сăмахĕнчен тухакан …(ырă курман)
Сивĕ апат сивĕтмест …(сивĕ сăмах сивĕтет) Ман чĕлхе - …(ман тăшман)
Сăмах пама çăмăл,… (тытма йывăр)
Ырă сăмах ылтăнран … (хаклă)
2-мĕш ертсе пыракан. «Çамрăк чĕлхеçĕсем» ĕçленĕ самантра куракансен ăсталăхне тĕрĕслесе пăхар.Тĕрĕс хуравшăн жетон тивĕçет.Жетон нумай пуçтаракан «Куракансем хушшинчи çамрăк чĕлхеçĕ» ятне илме тивĕç пулать.(17 слайд)
- Страус хăйне кайăк теме пултарать-и? (Çук, вăл калаçма пĕлмест.)
- Ирхине чи малтан эпир мĕн тăватпăр? (Вăранатпăр)
-Кружкăри кофене хăш аллипе хутăштарсан тутлăрах пулать? (Кашăкпа)
- Нарăс уйăхĕн 31-мĕшĕнче мĕнле уяв палăртаççĕ?
- Çĕлĕке мĕншĕн туянаççĕ? (Укçасăр памаççĕ)
- Пĕрремĕш хĕр арăм-лётчик?(Баба Яга)
- Шлепки пур – пуçĕ çук, ури пур – атти çук. Мĕн вăл? (Кăмпа)
- Çур апельсин мĕне асилтерет? (Çур апельсина)
- Кашта тулли шурă чăх.(Шăлсем)
- Икĕ хырăм, тăват хăлха.(Минтер)
- Çут тĕнчере мĕн çивĕч? (Чĕлхе)
1-мĕш ертсе пыракан. «Çамрăк чĕлхеçĕсен» ĕçĕсене хак памашкăн жюри членĕсене сăмах парăпăр.(Хак пани).Пурне те çак кунпа саламласа Василий Давыдов-Анатри сăмахĕсемпе çырнă «Тăван кĕтес» юрра итлеме сĕнетпĕр.(Кам юрланине каласа хăвармалла)
Тăван кĕтес.
Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Тăван кĕтес, сана манмарăм,
Ялан асра тытса усрарăм,
Тен, çавăнпах пуçа усмарăм.

Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Атте-анне çуртне манмарăм,
Тăван чĕлхе чысне упрарăм,
Чăваш çĕрне ялан мухтарăм.
Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Инкек сиксе тухсан тармарăм,
Çĕр-шывăма куç пек сыхларăм,
Асаттесен ятне ямарăм.
Ăçта кăна çитсе курмарăм,
Тăванăмсем, сире манмарăм,
Хĕрÿ ĕçре кайри пулмарăм,
Çĕр-шыв çинчен чунтан юрларăм.
2-мĕш ертсе пыракан. Тепĕр ĕç «Çунатлă сăмахсем» ятлă.(18 слайд) Мĕнле сăмахсем вĕсем?( «Çунатлă сăмахсем» – сăмах çыхăнăвне кĕрекен кашни уйрăм сăмах хăйĕн малтанхи чăн(тÿрĕ) пĕлтерĕшне çухатса урăх пĕр пĕтĕмĕшлĕ, пайланми пĕлтерĕшлĕ пулнă сăмах çаврăнăшсем). Панă «çунатлă сăмахсен» пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăр.(Карточкăсене валеçсе памалла)(19 слайд)
-чĕлхене çырт
-шăнаран слон ту
-сăмсу çине картса хур
-шăн пăр çине ларса юл
-шăммипе тирĕ çеç
-кĕççе пит
-ик айкки те тăвайкки
-чараксăр чĕлхе
-чавса тăршшĕ ларт
-сехре хăпрĕ
- хуп турттар
-сăмах çапать.
1-мĕш ертсе пыракан. Конкурсантсем ĕçленĕ вăхăтра Сăвар Эртиван Габдулла Тукайăн тутарларан куçарнă «Тăван чĕлхе» сăввине итлеме сĕнетпĕр.(Кам вуланине каласа хăвармалла)
И чĕлхеçĕм, и чиперĕм,
Атте-аннемĕн чĕлхи.
Тĕнчере нумай мĕн пĕлтĕм
Тăван чĕлхене пула.
Чи малтан чĕлхеçĕмпе
Аннем сăпкара çывратнă.
Каярах çĕрлесенче
Асаннеçĕм юмах янă.
И чĕлхеçĕм! пулăшăву Яланах пĕрле санăн,
Пĕчĕкрен ăнлашăннă
Савнăçăм, хуйхăм манăн.
И чĕлхеçĕм! сан ятупа
Малтанласа кĕл турăм,
Каçарсам тесе, хама та
Атте-аннеме, Туррăм!
2-мĕш ертсе пыракан. Чĕлхем, тăван чĕлхем,
Эс пуртанах – чунра
Çиçет шевле-хĕлхем,
Чупать вăй-хал юнра.
Малалла куракансемпе «Тимлĕх» ятлă вăйă. (20 слайд)Эпĕ япала ячĕсене каласа пыратăп. Енчен те вăл кам? ыйтура тăрать – алă çупăр, енчен те вăл мĕн? ыйтура тăрать – урасемпе тăпăртатса илĕр.(21 слайд)
Чечек космонавт
Кушак арăслан
Хĕр ача çурт
Куç асанне
Кÿлĕ витре
Упа чĕкеç
Моряк шăллăм
Йывăç урапа
Чĕлхе йăмăк
1-мĕш ертсе пыракан. Халĕ вара шкулти ташă ушкăнĕ «Чăваш ташши» ташласа хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарĕ.
2-мĕш ертсе пыракан. Хальхи вăхăтра культурăллă çыннăн сăмах пуянлăхĕ 3 пинрен пуçласа 6 пин таран теççĕ. Çавна май эпир те «Çамрăк чĕлхеçĕсем» валли тепĕр конкурс «Сăмах туп» хатĕрлерĕмĕр. Хĕвел çаврăнăш сăмахри сас паллисемпе усă курса кам нумайрах япала ячĕ тупма пултарать?(23слайд)
1-мĕш ертсе пыракан. Сăвăçсен конкурсне хутшăнакан (камне каласа хăвармалла) В.Деменкован «Чăваш чĕлхи» сăввине вуласа парать.
Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи,
Мĕн пур унран çепĕçреххи?
Унпа вĕрентĕм калаçма
Пуçларăм сăвăсем çырма.
Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи,
Мĕн пур унтан хитререххи?
Унпа ăнлантăм пурнăçа,
Унпа эп уçрăм куç-пуçа.
Вăл Çеçпĕл, Иванов чĕлхи,
Мĕн пур унран вичкĕнреххи?
Вичкĕнреххи, селĕмреххи,
Чун-чĕрене çывăхраххи?
Чĕлхем çап-çут хĕвел пекех,
Чипер – вун çич хĕвел пекех,
Чун-чĕрери туйăмсене
Унпа çыратăп хут çине.
Юратрăм хамăн чĕлхене,
Чăваш тумне, тĕррисене.
Чĕлхем çухалмĕ ĕмĕрне,
Вăл упрĕ халăх пĕрлĕхне.
2-мĕш ертсе пыракан. Пĕлетĕр-и эсир, 17-мĕш ĕмĕрте Алексей Михайлович патша указ кăларнă. Унта çын çинче усал сăмахсемпе калаçакансене çакса вĕлермелле тесе çырнă. Пирĕн халь ун пек саккун çук. Çын çăварĕ хапха мар, ăна хупса лартаймăн, тенĕ ваттисем. Анчах та хамăр пуплеве эпир хамăр кăна илемлетме те çепĕçлетме пултаратпăр. Çамрăк çыравçă Маргарита Гурьева çырнă сăввине вулать.
Упра эс çепĕç чĕлхене.
Сĕм-сĕм вăрман таçтан кашлать,
Вăл ăс парса çапла калать:
«Упра эс çепĕç чĕлхене!
Аçу-аннÿн чун пехилне».
Ав çавра çил те ÿкĕтлет:
Вăю сан хăвăнтан килет,
Упра эс çепĕç чĕлхене!
Манпа вăл вĕçтĕр инçене»
Сăваплă Атăл хумханать,
Вăл шавласа мăнаçланать:
«Упра эс çепĕç чĕлхене!
Çĕкле куллен ун хăватне»
Çап-çутă уйăх çуталать,
Унти пике çапла калать:
«Упра эс çепĕç чĕлхене!
Мала хур унăн илемне».
Сап-сар хĕвел йăл-йăл кулать,
Савса пăхса çапла калать:
«Упра эс çепĕç чĕлхене!
Çын туйтăр унăн ăшшине».
1-мĕш ертсе пыракан. «Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халаха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех» - тенĕ чаваш халахне çутта калараканĕ И.Я.Яковлев. (24 слайд) Чĕлхен хăватне, çепĕçлĕхне, илемлĕхне упраса хăварас тесе эпир «Пуплев этикечĕн йĕрки» хатĕрлерĕмĕр.(25 слайд) Сире çавăнпа паллашма тата çав йĕркесене çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр.
Пуплев эткечĕн йĕрки(Заповеди речевого этикета)
1.Яланах шухăшласа ăнланса калаç.
2.Асту, сăпайлăх – пуплевĕн тĕп никĕсĕ.
3.Калаçакана итле – ан пÿл.
4.Калаçакан йăнăшне ăна кÿрентермесĕр тÿрлетме, ăнлантарма тăрăш.
5.Ăнланмалла, татăклă, уçăмлă калаç.
6.Санпа калаçакан хăлхасăр мар пулсан ан кăшкăр, сассуна ан хăпарт.
7.Усал сăмахсемпе калаçни, эсĕ пысăк пулнине пĕлтермест.
8.Калаçнă чухне хăв лайăх пĕлекен, ăнланакан сăмахсемпе кăна усă кур.
2-мĕш ертсе пыракан. «Тăван чĕлхе ăстисем» конкурса жюри пĕтĕмлетсе парать. Паян пирĕн сирĕнпе интереслĕ тĕл пулу пулса иртрĕ. Пирĕн шутпа,тăван чĕлхе тасалăхĕшĕн пурин те тăрăшмалла. Çĕр-шывăн, нацин, сăвăçсен
Чи пысăк пĕрлĕхĕ – чĕлхе.
Эпир чăваш чĕхипелен
Кăкарăннă ĕмĕрлĕхе.
Атте-анне, Тăван çĕр-шыв
Тесе калатпăр чăвашла.
Чĕлхемĕрте чечек шăрши,
Шыв-шур шавлать, вăрман кашлать,
Чечен чĕкеç чĕвĕлтетет,
Савни юрри савăнтарать…
Чĕлхе – тĕлĕнмелле тивлет,-
Тĕнче уççи вăл тыттарать.(П.Хусанкай)
1-мĕш ертсе пыракан.Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн ун культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме упрама тăрăшмалла.
Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем!
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пар чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар – ирĕк çутăрах çунма.(Митта Ваçлейĕ)
Сцена çинче Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать. Ăна конкурса хутшăнакансем юрлаççĕ.
Усă курнă литература
1.Выдающиеся люди Чувашии. – Чебоксары, 2008
2.Егорова Л.В. Сăмах вăййисем/ Л.В.Егорова, - Шупашкар, 2009г.
3.Метин П.Н. Сăнарлă калаçма вĕренер/ П.Н.Метин, Л.П.Сергеев. – Шупашкар, 2005
4.Сергеев Л.П. Грамматика вăййисем: 5-9классем валли/ Л.П.Сергеев. – Шупашкар, - 1994.
5. СапожниковН.В., Золотов В. Священой истории Ветхого Завета/ Букинистическое издание.
6.Чăваш халăх сăмахлăхĕ. V том. Вак жанрсем/ Е.С.Сидорова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1994.
7.Чернов М.Ф. Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ. /М.Ф.Чернов. – Шупашкар, 1982.
8.Чернова Н.Н. Пирĕн уявсем: чăваш халăх йăли-йĕркисемпе çыхăннă уяв сценарийĕсем / Н.Н.Чернова – Шупашкар, 2006.

Приложенные файлы


Добавить комментарий