Презентация «Чувашский календарь»


Чтобы посмотреть презентацию с оформлением и слайдами, скачайте ее файл и откройте в PowerPoint на своем компьютере.
Текстовое содержимое слайдов:

Митрофанова Алена Витальевна, учитель чувашского языкаМАОУ «СОШ № 40» г. Чебоксары Чебоксары, 2015 1. Ĕлĕк-авал чăвашсемпе вĕсен тăхăмĕсем мӗнле календарьпе усă курнă? Мӗншӗн ҫапла календарьпе усӑ курма тивнӗ вӗсен? Ӗлӗк-авал нумай халӑх вӑхӑт виҫине шута илме зутҫанталӑка, хӗвелпе уйӑха сӑнанӑ. Чӑвашсем те зак визене тытса пынӑ. Хӗвел тухнипе тата аннипе кун пуҫланнипе вӗзленнине лайӑх пӗлме пулнӑ, занталӑк улшӑннипе хӗл, ҫу зитнине палӑртайнӑ. Ҫулталӑк ҫулне, кунне, вӑхӑтне пӗлӳҫӗсемпе ӑрӑмҫӑсем, ватӑсемпе юмӑҫсем сӑнанӑ. Анчах кунпа зӗре, ҫулталӑк ылмашнине зез пӗлни халӑха тивӗҫтермен. Вӗсем кунран пысӑкрах, зулталӑкран пӗчӗкрех виҫене те пӗлесшӗн пулнӑ. Вара уйӑх тяпене тухса яснине, унтан майӗпен чакса пынине сӑнаса ҫулталӑка уйӑхсем зине пайлама пуҫнӑ. Ҫавӑнпах чӑвашсем тяпери каҫхи зуткӑча та календарьти уйӑха та пӗр сӑмахпа калаҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӑхӑт таппи виҫине уйӑхпа хӗвел календарӗ (лунно-солнечный календарь) теҫҫӗ. Ӑна авалхи Грецире те, Римра та, могол тата тӗрӗк халӑхӗсен патшалӑхӗсенче те усӑ курнӑ. Авалхи чăвашсен зулталăк ярăмне-календарьне шутламалли хăйсен йĕрки пулнă: арзынсен тăваттăлла явнă тăватă вĕзлĕ «вун икĕ юплĕ» ярапаллă пушă /Вун ик йяплĕ чĕн пушă. Н. И. Ашмарин. 10 т. 64 стр. /; хĕрарăмсен пя зине, пилĕке зыхнă ярăмлă, саркăч е яркăчлă пизиххи. Вăл визĕ зязе ярапаллă тăватă тĕслĕ, тăватă хутлă пулнă. Пиллĕкмĕш хутĕнче хушма уйăх зузин яраписен зыххи тăнă. Халĕ зак майпа хатĕрленĕ илемлетнĕ пизиххисене музейсенче кăна курма пулать. Ăсчахсем зулталăкăн кунĕсене тăватă енлĕ туя юпа зине картласа, шăтăклă лапка зине чикмек чиксе шутланă.Вĕсем кĕлĕ вырăнĕнче, кĕтязĕн зурчĕсенче-кушарта ларнă. Чăвашсем хăйсен календарьне XIX ĕмĕрччен тытса пынă. Кама тăрăхĕнче чăвашсем XX ĕмĕрчченех 12-13 уйăхлă зулталăк кунĕсене уйăх тăрăх шутланă. Календарьпе усӑ курни 2. Халĕ зулталӑкра пирĕн 12 уйăх, анчах авал 13 уйăхлă зулсем те пулнă. Мĕншĕн 13- мĕш уйăх кирлĕ кирлĕ пулнă-ши? Тата унăн ячĕ мĕнле пулнă? Ҫулталӑкра уйӑх 12 хут пулса-тулса пӗтет. Ҫав вӑхӑтра 354 кун иртет. Хӗвел пӗр пек мӗлке йӑвантаракан тӗле /21.03 е 23.09/ 365 1/4 кун хушшинче таврӑнса ҫитет. Хӗвел тӑрӑх, ҫулталӑкра 365 1/4 кун шутланать. Уйӑхпа хӗвел ҫулталӑкӗсем 11 кунпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ӑсчахсем ку ҫухатӑва йӗркелес тесе 2-3 ҫулта вун виҫҫӗмӗш уйӑха ҫулталӑк ярӑмне кӗртеҫҫӗ. Паянхи кун уйӑх тӑрӑх шутлакан календарьсемпе пурӑнакан патшалӑхсем: Китай, Израиль тата мӑсӑльман тӗнне йышӑннисем. Ҫулталӑкри кунсен шучӗсене ҫухатас мар тесе 19 ҫул хушшинчи ҫул — 13 уйӑхлӑ, 12 ҫул — 12 уйӑхлӑ ҫулталӑк йӗркине тытса пыраҫҫӗ. Чӑвашсен авал уйӑх тӑрӑх шутлакан ҫулталӑкӑн йӗрки ҫапла пулнӑ. Ӑсчахсем 3, 6, 8, 11, 14, 16, 19 ҫулсенче 12 уйӑх хыҫҫӑн кӗҫӗн кӑрлач уйӑхне, 13-мĕш уйӑха шута кӗртнӗ. Ҫакӑн пек ҫулталӑкра хӗл уйӑхӗсем ҫиччӗ, ҫу уйӑхӗсем улттӑ пулнӑ. 3. Ҫулталӑкри уйăхсен чăвашла ячĕсем мĕне пĕлтереззĕ-ши? Вĕсене мĕне пула закăн пек ятсем панă-ши? 1. Кăрлач. Уйăх ячĕ «кăрла» (вырăсла шуметь) сăмахĕнчен пулнă теззĕ пĕрисем, теприсем ытти тĕрек чĕлхисенче сивĕ тесе кузнине палăртаззĕ.2. Нарăс. Тепĕр тĕрлĕ ку уйăха «Кĕзĕн кăрлач» та теззĕ. Уйăх ячĕ «нар» (вырăс  румянец) сăмахĕнчен пулнă текенсем те, авалхи иран чĕлхинчен зĕнĕ кун тесе кузаракансем те пур.3. Пуш. Уйăх ячĕ ку уйăхра нимĕн те зуккипе, пушшипе зыхăннă. 4. Ака . Уйăх ячĕ ку вăхăтра тыр-пул акнă енĕпе зыхăннă.5. Зу. Уйăх ячĕ зу вăхăчĕ (ашă кунсем) зитнине палăртать.6. Зĕртме. Уйăх ячĕ зĕртмерен (вырăсла пар) пулса кайнă. Ку уйăхра зĕртме тунă.7. Утă . Уйăх ячĕ ку вăхăт утă зулнă вăхăта лекнĕ пирки пулса кайнă.8. Зурла. Ку вăхăтра элĕк тырă пузтарнă, уйăх ячĕ зурла ĕз хатĕрĕнчен пулса кайнă. 9. Авăн . Уйăх ячĕ ĕлĕк ку вăхăтра авăртас ĕзсем пулнă пирки пулса кайнă. 10 . Юпа. Уйăх ячĕ ку вăхăтра Юпа уявĕ (вилнисене асăнни) иртнĕ пирки пулса кайнă.11. Чӳк . Уйăх ячĕ чӳк уяв ячĕнчен пулса кайнă. 12. Раштав. Уйăх ячĕ вырăс "рождество" (святки) сăмахĕнчен пулнă.  4. Тухăзри халăхсен (китай, непал, яппун, тата ытти те) кашни уйăхăн пĕр-пĕр чĕрчун палли пур. Ĕлĕк чăвашсен те пулнă вĕсем. Йĕркипе каласа тухăр. 12 уйăхран тăракан тапхăр хăш уйăхран пузланнă. Шăши -тутлăхĔне - савăнăзПарăс (барс) -запăзуМулкач- хăрушлăхАрăслан-тăнăзсăр Ҫĕлен- хура сивĕЛаша -вăрзăСурăх - запла тăрУпăте (пěзин)- тырă пулатьЧăх – тутлăхЙытă – хура зырлаСысна -вызлăх 12 уйăхран тăракан тапхăр шăши (кушаккайăк) уйăхěнчен пузланнă 5. Хальхи календарьпе Зĕнĕ зул кăрлачăн 1-мĕшĕнче пузланать, ĕлĕк хăш уйăха лекнĕ чăвашсен Зĕнĕ зулĕ? Закна мĕнпе зирĕплетме пулать? Чăвашсем зулталӑка пуш уйӑхӗнчен шутлама пуҫланӑ. Авалхи чăвашсен Зĕнĕ зул зуркунне пузланнă. Тахзан авал чăвашсем Хура тинĕс хĕрринче пурăннă. Вăл вырăнсенче зуркунне нарăс уйăхĕнчех пузланать. Нарăс уйăхĕ «ноуруз» авалхи иран чĕлхинче зĕнĕ куна пĕлтерет. Чăвашсем Атăл тăрăхне кузса килсен зуркунне каярах киле пузланă. Ҫӗнӗ ҫул эрнинчи юн кунра Мӑн куна уявланӑ, чӳкленӗ. Вут чӗртсе ҫунтарса асӑннӑ. Вутӑ ҫине ҫулталӑкри кунсене шутлакан ярӑм пушшине пӑрахса ҫунтарнӑ. Ҫӗнӗ ярӑм пушшине ҫыхнӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн кунне ҫыхса шутла пуҫланӑ. Уявне Нартухан уявӗ тесе те каланӑ. Вутне пуши вучӗ тенӗ. «Авалхи чăвашсем пĕр зулталăка икĕ зулăн курнă, завăнпа вĕсем: «Хĕвел уйăхĕ - улт уйăх, зу уйăхĕ - зич уйăх» - тесе юрланă. Ĕлĕк-авал кĕркуннепе хĕле хăйне пĕр зулталăк, зуркуннепе зуллана - хăйне тепĕр зулталăк шутланă. Завăнпа чăвашсем зулталăк хушшинче икĕ Зĕнĕ зул уявланă. Зуркуннехи Зĕнĕ зула кун таврăнсан шутлама тытăннă, ăна «мăн кун» тенĕ. Кĕрхи Зĕнĕ зул вара кĕркунне кунпа зĕр танлашнă вăхăта килнĕ. Зуркунне пузланнă Зĕнĕ зул кĕр зитсен ватăлать тесе шухăшланă пирĕн несĕлсем. Завăнпа вĕсем кĕркунне ваттисене «чăн зĕре ăсатса янă», юпа уявланă. Юпасем ирттерсен вара кĕрхи Зĕнĕ зул пузланнă ятпа чяклемене ларнă,» – тесе зырни те пур Николай Егоровăн. 6. Ĕлĕк чăвашсен талăкě хăзан пузланнă? «Сутки» тени чăвашла «талăк» тени пулать, вăл мĕне пěлтерет? Талăк кунпа зěртен тăрать, талăкри ытти вăхăтсене палăртма мĕнле сăмахсем пур чăваш чĕлхинче? Чăвашсен календарьпе килĕшяллĕн талăк уйăх тухнă вăхăтра пузланнă‚ икке пайланнă. Пĕрремĕш пайĕ каз пулнă‚ иккĕмĕшĕ — кун.«Талăк» сăмах «талкăш» сăмаха зывăх: ут, васка, таврăн тенине ăнлантарать. Талăкра вăтамран 24сехет, 4 вăхăт тапхăрĕ. Закă пирĕн калазура паян кунччен сыхланса юлнă: Ырă каз пултăр! Ырă кун пултăр!Ырă ир пултăр! тени — вырăсла шухăшлав витĕмĕ. Талăкри ытти вăхăтсене палăртакан сăмахсем Ҫĕр, ҫĕрле (ночь)-хĕвел пытаннă вăхăт, 0-6 сехет хушши;Ир, ирхине (утро)- 6-12 сехет хушши, хĕвел тухсан кăнтарлаччен;Кăнтăрла (день)-12 сехет тěлĕКаҫ, казхине (вечер)-18-24 сехет хушши Шурăмпуҫ -(рассвет,заря) –тул ҫутăлса килни;Сарă кун – (светлый день, дневной свет)-Хĕвел (кун) пăхнă вăхăт;Кăнтăр- (полдень)ирпе каҫ хушшинчи ҫурма вăхăт;Каҫ кулĕм - тĕттĕмленсен, хĕвел анса ларсан; Ҫĕр тĕттĕмлĕхĕ -(мрак ночи) ҫурҫĕре ҫитес вăхăт;Ҫур ҫĕр (полночь)-каҫран ҫĕрлене куҫнă ҫурма вăхăт;Ир енне –каҫ иртсен, ҫур ҫĕр хыҫҫăн ҫутă кун пуҫланас вăхăт. 7. Чăвашла кун ячěсем мĕне пěлтереззě? Кашни пěлтерĕшне узса пама тăрăшăр. Чăвашсен эрнере 5 кун пулнӑ — ку алӑри 5 пӳрнерен килнӗ.  Тунти кун — уйăх мăйрака туса зуралнă кун. Тына, вăкăр кунĕ. /Пуз пярне кунĕ/. Ытларикун — Ут зине /вăкăр зине/ ларнă кун. /Шĕвĕр пярне кунĕ/. Юнкун — Турă кунĕ. Чяк кунĕ. Выльăх пусмалли кун /така пусса чякленĕ/. /Вăта пярне кунĕ/. Кĕзнерникун — Кĕзĕн эрне кунĕ. Хĕрарăмсен кунĕ. Тулли эрне кунĕ умĕнхи кун. /Ятсăр пярне кунĕ/. Эрнекун — Пилĕк кунлă эрнене пузтарса вĕзлекен кун. /«Эрне» перс халăхĕн «адиня» сăмахĕнчен пулса кайнă/. /Кача пярне кунĕ. Алăри пилĕк пярне чăмăрĕ/. Пĕр пиллĕкĕн кунĕ.Чăвашсем XVI ĕмĕрте вырăссен кун йĕрки зине кузнă. Эрнен кунĕсем зумне шăмат /еврейсен «шабат», «уяв» «кану»/ кунне, вырăс эрнин кунне, «вырсарни куна» хушса кĕртнĕ. 8. «Уйăх» – «месяц», «уйăх» – «луна». Мĕншěн тяпери «уйăх» тата 30 е 31 кунран тăракан вăхăт тапхăрě «уйăх» пĕрешкел ятлă-ши? Чăваш календарĕпе тяпене зурла пек уйӑх тухсан зулталăк ярăмěнче те зĕнě уйăх пузланнă, катăлса пěтсен пĕр тапхăр - уйăх та вĕзленнĕ. Зак тапхăр 29 куна тăсăлнă. Календарьти уйăх та 29 кунран тăнă. Ҫавӑнпах чӑвашсем тяпери каҫхи «зуткӑча» та календарьти уйӑха та пӗр сӑмахпа калаҫҫӗ. 9. «Зул» – «год», «зулзă” – «лист». Зак чăваш сăмахĕсем пěр тымартан пулса кайнă теззĕ, мěншĕн запла калаззĕ-ши? Хăвăрăн шухăшăра авалхи календарьпе зыхăнтарса узса пама тăрăшăр. «Зулзă» сăмах «зул» зумне –зă аффикс (пěр-пĕр ěзе туса пыракан зын, сăнар пěлтерĕшлě сăмахсем тăвать) хушăнса пулнă пулсан, ку сăмах пĕлтерěшĕ «зул» вăхăт визине йĕркелесе пыракан пулать. Николай Егоров профессор каланă тăрăх- чăвашсем пĕр зулталăкра икě зул курнă тет - зуркуннепе зулла тата кěркуннепе хĕлле. Завăнпа та ман шутпа, зуркунне йывăзсем симěслене пузласан, зулзă кăларсан зĕнĕ зул пузланнă, зулзă тăкăна пузласан –тепěр зул. Тен, «зулзă» сăмах «зулталăк» пěлтерĕшпе те зяренĕ. 10. Авалхи чăвашсен календарĕ хăш халăхсеннипе зывăх, закă мěнпе зыхăннă - ши? Зак календаре тĕпе хурса ĕлĕкхи тĕрĕк халăхĕсем‚ авалхи Египет зыннисем‚ перссем‚ лаврсем‚ грексемпе римлянсем зулталăка, уйăхсене, кунсене шутласа пынă. Ку календарьпе авалхи чăвашсем усă курни вĕсем Хура тинěс хĕрринче пурăннипе зыхăннă. Паянхи кун та уйӑх тӑрӑх шутлакан календарьсемпе Китай, Израиль тата мӑсӑльман тӗнне йышӑннисем усă кураззĕ.

Приложенные файлы

  • ppt Chuwashskij_kalendar
    Презентация на чувашском языке
    Размер файла: 2 MB Загрузок: 15